| 13660 | Тутӑ хырӑм Турра та манать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13661 | Тутӑ хырӑм тутӑхмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13662 | Тутӑ хырӑмлӑ кашкӑр ӗмӗтсӗр ҫынтан йӑвашрах. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13663 | Тутӑ хырӑмпа ыйхӑ та тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13664 | Тутӑ чух турӑх та ҫиес килмест, выҫса ҫитсен уйран та аванах анать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13665 | Тутӑ чухне выҫлӑх ҫинчен асра тыт. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13666 | Тутӑ чухне турӑх та тутлӑ мар, хырӑм выҫсан хывӑх та тутланать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13667 | Тутӑ шӑшие таса ҫӑнӑх та хывӑхлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13668 | Тутла тутанса пӑхсан никам та йӳҫҫе юратмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13669 | Тутла юратсассӑн йӳҫҫе те юрат теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13670 | Тутлӑ апат тутӑ тытать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13671 | Тутлӑ ҫиен — тутӑхать, йӳҫӗ ҫиен — йӳҫӗхет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13672 | Тутлӑх ҫинчен калаҫни хырӑм тирне сарас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13673 | Тутти ҫын выҫҫине курмасть, питти ҫын ҫӗтӗкне курмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13674 | Улатимӗр хапхи айӗнчен тухмасӑр апата ан тирке. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13675 | Улма ҫисен — кулма. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13676 | Урана сӗтӗрсе утакан выҫӑ ларать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13678 | Усал мухмӑр виҫ куна тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13680 | Усӗр ҫерҫи пӗлӗте тапса ҫурасшӑн пулнӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13679 | Утса ӗҫни урана каять, чуптуса ӗҫни чуна каять. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13682 | Ӳсер ҫын куҫне хӑнкӑлапа таракан та укҫан курӑнать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13681 | Ӳсӗр ҫывринччӗ, ватти вилинччӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13683 | Ӳсӗр ҫын тискер кайӑкран та хӑрушӑрах. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13684 | Ӳсӗре курка лайӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13685 | Ӳсӗре таракан та ылтӑн тӗслӗ курӑнать тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13686 | Ӳсӗрпе калаҫиччен кашкӑрпа курса калаҫ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13687 | Ӳсӗрпе ухмах пӗр ӑслӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13688 | Ӳсӗртен кулма хушнӑ тет, ухмахран кулма хушман тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13691 | Хӗрӗх ҫул хӑмла шӑтмасан та выҫлӑх пулас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13692 | Хӗрӗх те пӗр кашӑк апат сыпсан апшур ҫын та тӑраннӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13693 | Хура ӗнен сӗчӗ тутлӑ, пӗчик хуранӑн пӑтти тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13694 | Хура ҫӑкӑр ҫиекен ниҫта та хур пулман. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13695 | Хырӑм выҫҫи хитре инке мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13696 | Хырӑм тутӑ, куҫ выҫӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13697 | Хырӑмӗ ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13698 | Хырӑмна пула пуҫӗ пӗтӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13699 | Хырӑму пирки ҫурӑмсӑр юлӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13700 | Час-часах черкке енне пӑхсан часах пуҫна та ҫухатӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13701 | Чӑрӑш та хурӑн мӗнле йывӑҫ мар, ҫӑкӑр та тӑвар епле апат мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13702 | Чей ӗҫекенӗн никӗс тапранать, эреке ӗҫекенӗн пурт тӑрри вистенет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13703 | Чей эрех мар, ураран ӳкермест. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13704 | Черет тӑрасси черкке ӳпӗнтересси мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13705 | Черкке ална тӑстарать, кайран ӑшна кастарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13706 | Черкке вӑй та хуштарать, ҫылӑхне те тутарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13707 | Черкке вӑл хӑй майлах туртать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13708 | Черкке малтан савӑнтарать, кайран пуҫа хыҫтарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13709 | Черкке малтан ҫӳле ҫӗклет, кайран вӑшт ҫеҫ ҫӗре чикет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13710 | Черкке тытиччен чӗрӗп тытса пӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13711 | Черкке хӑех юрлаттарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13712 | Черкке хӑй ним те чӗнмест, ҫынни ҫеҫ вӗҫне пӗлмест. | Тутӑ — Выҫӑ |